Гороскоп
-
Пурнăçа улшăну кӗртес текенсемшӗн лайăх вăхăт
Çавăн пекех пирӗнтен хăшӗсем карьера пусмипе улăхӗç, финанссем ăнăçу кӳрӗç. Кашни утăма тӗплӗн шутласа тумалла, хамăр çине çеç шанмалла. Çак кунсенче пысăк, хаклă япала туянар мар.
-
Таврари çынсене сăнар та пулăшу кирлисене тӗрев парар
Эрне ырăпа пуçланать. Юратнă çыннăн хăтланăвӗсем пур чухне те килӗшмесен те шавламасăр ирттерсе ярар. Эрнен иккӗмӗш çурринче командировкăна кайма, ӗçпе партнерсемпе тӗл пулма, контрактсем алă пусма лайăх вăхăт. Çак кунсенчех романтикăллă хутшăнусем пуçланас шанăç та пур, анчах ӗçпе харкам пурнăçа хутăштармалла мар.
-
Çывăх çынсемпе хутшăнусем лайăх, пӗр-пӗрне шанатпăр
Хамăрта вăй-хал тапса тăнине туятпăр. Çавăнпах пулӗ çынпа хутшăнма та çăмăл пире. Ӗçлӗ калаçусене, тӗлпулусене эрне пуçламăшӗнче ирттерни питӗ ăнăçлă пулать. Эпир халь илӗртӳллӗ, шӳтсем çивӗч, ыррине шанатпăр. Акă мӗншӗн пирӗн тавра çынсем пухăнаççӗ.
-
Çӗнӗ паллашусем ӗçлӗ сӗнӳсем кӳрӗç
Пирӗн туйăмсем ку эрнере нихăçанхинчен çивӗч, эмоцисем ейӗве тухнă çурхи шывсене аса илтереççӗ. Хутшăнусенче ку çӗнӗ, телейлӗ тапхăр пуçланнин палли. Çӗнӗ паллашусем ӗçлӗ сӗнӳсем кӳрӗç. Киле пӗр-пӗр чӗрчун илесси çинчен те шутлар. Кӗçнерникунтан усламçăсен ӗçӗсенче çитӗнӳ пулать.
-
Эрне ăнăçлă пулать, хамăрта иксӗлми вăй-хал туятпăр
Алăра ӗç вӗресе тăрать. Çавăнпах ума лартнă тӗллевсене туххăмрах пурнăçлатпăр. Çак кунсенче спортпа аппаланма ӗлкӗретпӗр – кăмăл та пулать, вăхăчӗ те çитет. Канмалли кунсенче юлташсемпе тӗл пулни лайăх.
-
Ку эрнере ӳт-пӗве çамрăклатассипе процедурăсем ирттерни лайăх
Çынсемпе калаçнă чух пӗрпеклӗхсем шырăр, ӳлӗм вӗсем шанчăклă юлташсем пулас шанăç пур. Çак кунсенче эпир çирӗп кăмăллă, шухăшламасăр сăмах персе ямастпăр. Кил-çурта илемлӗрех, хăтлăрах тума тăрăшни хăйне тӳрре кăларать. Ӳт-пӗве çамрăклатассипе процедурăсем ирттерни лайăх. Харкашусене хутшăнмалла мар, çынна элеклесрен хăраса тăмалла.
-
Эрне асра юлмалли улшăнусемпе палăрать
Кӗтмен тӗлпулусем, хаклă уроксем кӗтеççӗ пире ку эрнере. Çăлтăрсем шалти туйăма тимлеме, çӗнӗлӗхсене хăрамасăр йышăнма тата пуринпе те килӗштерме сӗнеççӗ.
-
Ку эрнере вăхăта ытларах уçă сывлăшра ирттермелле
Ку эрнере вăхăта ытларах уçă сывлăшра ирттермелле – ялта, дачăсенче, вăрмансемпе парксенче рехетленмелле, уйрăмах хулара пурăнакансем. Çан-çурăма пиçӗхтерме уçă сывлăшра гимнастика тумалла, спортпа аппаланмалла. Анчах çак кунсенчех шăнса пăсăлас хăрушлăх та пур – ăшăрах тумланмалла.
-
Март вӗçленет, хӗлле чăннипех сывпуллашать пирӗнпе
Халӗ пӗрисем хӗл ыйхинчен вăранаççӗ. Теприсем çурхи ӗçсене пикеннӗ те ӗнтӗ. Кама-тăр çурхи уйăхăн юлашки эрни çӗнӗ çитӗнӳсем тума шанăç кӳрет, кам-тăр юр купи пек капланнă ӗçӗсене вӗçлеме васкать. Пирӗншӗн пуриншӗн те халь чи кирли – уçлăха тимлени, çăлтăрсем каланине илтме пӗлни.
-
Йышăну тунă чух çирӗп кăмăллă пулмалла
Март варри – çанталăк вăраннă вăхăт, çӗр çинчи пӗтӗм чӗрӗ чун, йывăç-курăк вăй илет, умра çутă пуласлăх. Хӗвел Така паллине кӗнине астрологи çулталăкӗ пуçланнă тесе ăнланмалла. Эмоцисем ытла пысăккăн капланса килеççӗ, йышăну тунă чух чăрмантарасран асăрханăр. Кам-тăр хăйпе хăй килӗшӳ тупаймасть, кам-тăр ăнăçăва вӗçерӗнмелле мар çирӗп тытать.
-
Эрне лăпкă пуçланать, улшăнусем сайра
Çӗнӗ проект пуçлама меллӗ вăхăт, анчах малтан тӗплӗн хатӗрленмелле, халапри пек хăйне хăй пулать тесе шанмалла мар. Ӗçлӗ çулçӳревре чăрмавсем сиксе тухаççӗ.
-
Шалтан тухакан хăват чăмăра пуçтарăнса сулмаклă вăй пулса тăрать
Эпир ку эрнере хавхалану туятпăр, творчествăпа аппаланас килет. Шалтан тухакан хăват чăмăра пуçтарăнса сулмаклă вăй пулса тăрать, умри тӗллев патне хăвăртрах çывхаратпăр, хамăршăн хаклă идейăсене, ӗненӳсене хӳтӗлеме хатӗр пулатпăр.
-
Эрнелӗх гороскоп
Çӗнӗ эрне хӗлӗн юлашки, çуркуннен пӗрремӗш кунӗсене лекет. Кăçал çак кунсенче Çăварни катаччи ярăнса, тутлă икерчӗ çисе хӗле ăсататпăр. Пайтах сюрпризсем кӗтеççӗ пире: кам-тăр хăйӗнче çӗнӗ вăй-хăват туять, шутланисене хавхаланса пурнăçлать. Камăн-тăр тăхтама тивет, чăтăмлăрах пулмалла.
-
Харкам хутшăнусенче асăрхануллă пулмалла
Тӗллевсем патне çывхарнă чух çирӗп кăмăллă, ăнкаруллă пулни, вăй-хăватăра шеллеменни ăнăçу кӳрет. Çӗнӗ меслетсем шутласа кăларма пире оптимизм, интуици пулăшаççӗ. Апла пулин те харкам хутшăнусенче асăрхануллă пулмалла – «пуçватмăшсем» кӗтмен çӗртен сиксе тухаççӗ.
-
Эрнелӗх гороскоп
Питӗ ырă эрне. Хамăра шансан, çаврăнăçуллăрах пулсан, плансем тунă чух чун ыйтнă пек тумалла, интуицие тимлесен йăлт аван пулать.