Сувар

г. Казань

16+
Тӗп хыпар

Хусанта Чӑваш культурин кунӗсем пулаççӗ

Октябрӗн 5-мӗшӗнчен пуçласа 11-мӗшӗччен Халӑхсен Туслӑх Çуртӗнче (Павлюхин урамӗ, 57) Чӑваш культурин кунӗсем иртеççӗ. Хулара пурӑнакансемпе хӑнасем валли йӗркелӳçӗсем анлă программа хатӗрленӗ.

Октябрӗн 5-мӗшӗнче 11.00 сехетре ачасем валли чăваш тӗррипе паллаштаракан мастер-класс  иртет. Çак кун ачасем  чăваш тӗррипе, эрешсен символикипе, тӗрлӗ çӗвӗсен вăрттăнлăхӗпе паллашӗç.

Октябрӗн 6-мӗшӗнче юрӑ пултарулӑхне кӑмӑллакансем чӑваш эстрада артисчӗсен концертне кайса курма май пулать.

Октябрӗн 7-мӗшӗнче 18.00 сехетре «Улах» иртет.  Ӗлӗк-авалтан каçхине хӗрсем ал ӗç тума ялти пӗр киле пуçтарăннă, каччӑсем вӗсем патне хăнана пынă. Çамрăксем пӗрле юрланă, ташланă, халӑх вӑййисем вылянă.

Октябрӗн 9-мӗшӗнче 18.00 сехетре чӑваш çамрӑкӗсен тӗлпулăвӗ иртет.

Октябрӗн 10-мӗшӗнче   искусствăна кăмăллакансем Раççей тава тивӗçлӗ художникӗн Владимир Акимовӑн пултарулӑхӗпе паллашма пултараççӗ, Хусанта унăн ӗçӗсен куравӗ 11.00 сехетре ӗçеме пуçлать.  Владимир Акимов – Самара облаçӗнче çуралса ӳснӗ чӑваш. Хальхи вӑхӑтра Çырчаллинче пурӑнать. Пултаруллӑ ӳнерçӗн картинисенче чӑваш ялӗн сӑн-сӑпачӗ, шӳт, арт-искусство пысӑк вырӑн йышӑнаççӗ.

Октябрӗн 11-мӗшӗнче «Тутарстан Чӑваш пики 2025» республика конкурсӗн финалӗ иртет, мероприяти 15.00 сехетре пуçланать.  Хусанта çак кун  чăвашсем чи илемлӗ, чи пултаруллă, тăван культурипе йӑлисене тарӑн пӗлекен пикене суйлаççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чуваши Татарстана Дни чувашской культуры Чувашская вышивка