Сувар

г. Казань

16+
Тӗп хыпар

Тутарстанра 100 çула çитнӗ тата пӗр ӗмӗр урлă каçнă 294 çын пурăнать

Октябрӗн 1-мӗшӗнче ваттисен декади пуçланать. Çак кунсенче аслă ăрурисем тӳлевсӗр концертсене, музейсене, мунчана кайма пултараççӗ. Тата вӗсем валли ятарласа ял хуçалăх ярмарккисем пулаççӗ. Чи ваттисем вара ТР Раисӗ ятӗнчен парнесем илӗç.

Ваттисен декади Раççейре октябрӗн 1-мӗшӗнче пуçланать. Çак кунсенче аслă ăрурисем тӳлевсӗр концертсене, музейсене, мунчана кайма пултараççӗ. Тата вӗсем валли ятарласа ял хуçалăх ярмарккисем пулаççӗ. Чи ваттисем вара ТР Раисӗ ятӗнчен парнесем илӗç.

Паянхи куна республикăра пурăнакансенчен кашни тăваттăмӗшӗ ватă çын шутне кӗрет. Çавсенчен 294-шӗ 100 çула çитнисем е ӗмӗр урлă каçнисем. Чи ватă хӗрарăм Елабугăра пурăнать, Галина Шарафутдинова кăçал 108 çул урлă каçнă. 105 çулти Александр Липатов вара Пӗтреçре пурăнать. Кун пирки ТР Министрсен Кабинетӗнче ваттисен декади пуçланнипе çыхăннă брифингра ТР ӗçпе ӗçлӗх тата социаллă хӳтлӗх министрӗ Эльвира Зарипова пӗлтерчӗ.  

Спикерсен шутӗнче ТР сывлăх сыхлав министрӗн тивӗçӗсене вăхăтлăх пурнăçлакан Альмир Абашев, РФ Пенсипе социаллă страховани фончӗн Тутарстанри уйрăмӗн управляющийӗ Асия Валиуллина, Хусан хулин Ӗçтăвком аппарачӗн социаллă политика управленийӗн пуçлăхӗ Ирина Смирнова, ТР Ветерансен (пенсионерсен) регионри общество организацийӗн председателӗ Хабир Иштиряков пулчӗç.

Эльмира Зарипова сăмаха сентябрӗн 30-мӗшӗ Раççей Федераци шутне çӗнӗ территорисем – Луганскпа Донецк Халăх республикисем, Запорожьепе Херсон облаçӗсем кӗнӗ кунпа саламланинчен пуçларӗ.

Ваттисен декади пирки каласа республикăра çак категорие кӗрекен граждансене тӗрлӗ социаллă пулăшупа тата тӗревпе тивӗçтересси «Çемье» нацпроекта кӗнӗ «Аслă ăрурисем» проектпа пурнăçланса пынине палăртрӗ.

Министр каланă тăрăх, ваттисен çуллен диспансеризаци тухма, патшалăх шутӗнчен санаторисенче сипленсе канма тата ытти тӗрлӗ льготăсемпе усă курма май пур. Пуринчен ытла тӗрлӗ çăмăллăхсемпе пулăшусем ӗç ветеранӗсене тивӗçет. Çак статуса федераци шайӗнче награда е хисеплӗ ят, профильлӗ ведомствăран пысăк наградăсем илнисем тата çителӗклӗ ӗç стажӗ пуррисем тивӗçеççӗ. Вӗсен тӳлевсӗр  шăл тата сас илтмелли протезсем ларттарма, ÇКХ услугисемшӗн тата стационар телефон çыхăнăвӗшӗн 50 процент субсиди илме, хула транспорчӗпе çӳренӗшӗн 50 процент йӳнерех тӳлеме майсем пур.

2026 çулхи январӗн 1-мӗшӗнчен пурăнмалли минимум шайӗ 23 пинпе танлашсан ку çăмăллăхсемпе тупăшӗ çак шайран сахалраххисем те усă курма пуçлӗç.

Ваттисене çемьесене пурăнма илеççӗ

Эльвира Зарипова сăмахӗпе, республикăра ваттисемпе ӗçлекен 108 учреждение шута илнӗ. Вӗсенчен 24-шӗ патшалăхăн мар шутланаççӗ. Социаллă услугăсене пурӗ 31 пин граждан илсе тăрать. Çавсенчен 16 пинӗ килте, тепӗр 15 пинӗ стационарсенче е çурма стационарсенче.

2025 çултан Тутарстанра «Аслă ăрурисем» пилотлă проект пурнăçланать. Сăмах кунта аслă çултисене тата инвалидсене нумай вăхăтлăха пăхма илни пирки пырать. Проекта 74 медицина организацийӗпе социаллă тивӗçтерӳ енӗпе ӗçлекен 82 учреждени хутшăннă. Сентябрӗн 1-мӗшӗ тӗлне вӗсем хăйсен тимлӗхне 6 пин ытла граждана илнӗ. Сывлăх шайне кура вӗсене вăл е ку социаллă пулăшупа тивӗçтереççӗ. Уйрăмах йывăррисене талăкӗпех пăхассипе тивӗçтереççӗ. Ӗлӗкрех инвалидсем е йывăр чирлисем патне эрнене 2-3 хутчен кайса çӳренӗ пулсан халӗ кашни кун темиçе сехете тăсăлать çак услуга. Паяна çак тӳлевсӗр пулăшăва 5651 çын илсе тăрать.

Ваттисемпе инвалидсене нумай вăхăта пăхма илесси комплекслă системăпа пурнăçланса пырать. Пӗччен юлнă ватăсене çемьесене вырнаçтарасси те кӗрет ун шутне. Ун йышши çемьесем республикăра пурӗ 29. Министр палăртнă тăрăх, ку уйрăмах ялсенче анлă сарăлнă. Ялта çынсем пӗр-пӗрне пăрахмаççӗ тесе палăртрӗ Эльмира Зарипова.

Паллă ӗнтӗ, ватă е чирлӗ çынна пăхасси çăмăл мар, пурте пултараймаççӗ. Çавна кура республикăра «Школа ухода» вӗренӳ программи йӗркеленӗ. 2019-2025 çулсенче унта 15,4 пин çын вӗренсе тухнă.

Пурнăçра шел те, ал-урана хуçасси е ытти инкек сиксе тухма пултарать. Ку чухне çынна реабилитаци хатӗрӗсем час-час кирлӗ пулаççӗ. Инвалидсемпе ватăсемшӗн вăл хаклă. Çавна май халăха социаллă пулăшупа тивӗçтерессипе ӗçлекен 45 центрта реабилитаци хатӗрӗсен прокачӗн пункчӗсем уçнă. Юлашки виçӗ çулта кăна вӗсен услугисемпе 3,7 пин çын усă курнă.

Ялта пурăнакан 65 çултан аслăраххисене диспансеризаци тухма медицина учрежденийӗсене илсе каясси те лайăх пурнăçланса пырать. Сентябрӗн 1-мӗшӗ тӗлне кăçал çак пулăшупа 32,6 пин çынна тивӗçтернӗ.

Пенсие кайни ӗмӗр пӗтнине пӗлтермест

Ку вăхăта ӗçлӗх центрӗсене ӗç шыраса 1 256 пенсири çын пынă. Вӗсенчен 785-шӗ хăйсене тивӗçтерекен ӗç тупнă. Тупайманнисем вӗренсе çӗнӗ професси илме пултараççӗ. Ку «Кадры» нацпроектпа килӗшӳллӗн пурнăçланса пырать. 2025 çул пуçламăшӗнчен 1 854 çын вӗренсе çӗнӗ професси илнӗ. Мӗнле вӗрентӳ программисене ытларах суйлаççӗ-ха? Çавсен шутӗнче персоналлă даннăйсене хăрушсăрлăхпа тивӗçтересси, информацие хӳтӗлесси, метрологипе стандартизаци. Ӗç профессийӗсен шутӗнче – станоксемпе программа управленийӗллӗ манипуляторсен наладчикӗ, çӗвӗç, котельнăй операторӗ, ача пăхакан.  

Республикăра «Активное долголетие» программа ӗçленине те палăртса хăвармалла. Ку сывлăха упрассипе тата сывă пурнăç йӗркине тытса пырассипе çыхăннă проект. 45 муниципаллă йӗркеленӳре аслă çулти граждансем валли спорт, культура, вӗренӳ, сывлăх, литература, творчество, ташă ăсталăхӗ енӗпе 1 494 тӗрлӗ заняти пур. Ăçта чун туртать çавăнта çӳреме пулать.  

Фронта пулăшаççӗ

ТР ветерансен (пенсионерсен) регионти обществӑлла организацийӗн председателӗ Хабир Иштиряков ватӑсен хастарлӑхӗ, вӗсем ыркӑмӑллӑх мероприятийӗсемпе акцийӗсене хутшӑнни çинчен каласа пачӗ. «Украина çарӗсем Курск облаçне тапăнса кӗрсен ватӑсем хӑйсен сӑпайлӑ пенсийӗсенчен виçӗ эрне хушшинче «Ветерансем-фронта» акци шайӗнче 4 миллион тенкӗ ытла пухса пачӗç. Эпир çак укçапа апат-çимӗç наборӗсем туянтӑмӑр, нушана лекнӗ çынсене пулӑшма Курск облаçне виçӗ фура ăсатрăмăр», – пӗлтерчӗ Хабир Иштиряков.

Нурлатри тата Лениногорскри интернат-çуртсенче Курск облаçӗнчен килнӗ 21 ватӑ çын пурӑннине асăнчӗ. Вӗсене кунта хăйсен интернат-çурчӗсене аркатнă хыççăн илсе килнӗ. Вырăнти ветерансен пӗрлешӗвӗ вӗсене хӗллехи курткӑсемпе, çӗлӗксемпе, çӑматӑсемпе, эмелсемпе тивӗçтернӗ.

Пенси кăштах ӳсет

2025 çулхи январӗн 1-мӗшӗнчен Раççейре страховани пенсийӗсене 10,95 процента индексациленӗ.  Кун пирки Раççейӗн Социаллӑ фончӗн Тутарстанри уйрӑмӗн управляющийӗ Эдуард Вафин пӗлтерчӗ. Çапла майпа 1 миллиона яхăн çыннăн страховани пенсийӗ ӳснӗ. Унсӑр пуçне январӗн 1-мӗшӗнчен ӗçлекен граждансен пенсийӗсене те индексациленӗ. Çакӑ ӗçлекен пенсионерсен  страховани пенсине ӳстерме май панӑ. Апрелӗн 1-мӗшӗнчен вара социаллӑ пенсисене 14,75 процента индексациленӗ.

Çак улшăнусене шута илсен Тутартсанра вăтам пенси шайӗ 24 пин те 614 тенкӗпе танлашнă.

Эдуард Вафин пӗлтернӗ тăрăх, Раççей Правительстви 2026 çулта та пенсисене индексацилеме йышăннă. Январӗн 1-мӗшӗнчен страховани пенсийӗсене 7,6 процента, апрелӗн 1-мӗшӗнчен 6,8 процента индексацилеме палăртнă.

Сăнӳкерчӗксем https://prav.tatarstan.ru  сайтран тата авторăн.    

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Декада пожилых