«ТАТМЕДИА» медиахолдинг паян хăйӗн çуралнă кунне палăртать. Эпир 18-та!
Паян «ТАТМЕДИА» акционерсен обществи 18 çул тултарчӗ. Çак çулсем хушшинче медиахолдинг республикăн авторитетлă информаци площадки пулса тăчӗ. Пирӗн «Сувар» хаçат та унăн филиалӗ шутланса тăрать.
Паян «ТАТМЕДИА» акционерсен обществи 18 çул тултарчӗ. Çак çулсем хушшинче медиахолдинг республикăн авторитетлă информаци площадки пулса тăчӗ. Пирӗн «Сувар» хаçат та унăн филиалӗ шутланса тăрать.
Паллах, çуралнă кун хуть кам та саламсем кӗтет. «ТАТМЕДИА» информаци агентстви те çак кун республика ертӳçисенчен пуçласа саламсем йышăнать. «ТАТМЕДИА» пысăк командине ТР Раисӗн Администрацийӗн ертӳçи Асгат Сафаров чи малтан саламларӗ. Хăй сăмахӗнче вăл медиахолдинг ӗçе чун-чӗререн парӑнса пурнăçланине, гражданла позици активлă пулнине палӑртнă. Компани хăй ӗçӗнче çӗнӗ инструментсемпе усă курнине, искусствӑлла интеллекта ӗçе кӗртессине хастар алла илнине ырланă.
«Республикăра пурăнакансем патне кашнин патне çитес тӗллевпе пуласлӑха холдинг цифра формачӗсене аталантарассипе çыхăнтарать», – тенӗ Асгат Сафаров.
Республикӑн «Татмедиа» пичетпе массӑлла коммуникацисен агентствин ертӳçи Айдар Салимгараев медиахолдинг редакцийӗсем республикӑн социаллӑ пӗлтерӗшлӗ повесткине малалла аталантарма калама çук пысӑк тӳпе кӗртнине, журналистика профессионалӗсем Тутарстанра тӗрлӗ нацисемпе конфессисем пӗр-пӗринпе килӗштерсе, пӗр-пӗрне хисеплесе, йывӑрлӑхсене пӗрле çӗнтерсе пӗрлехи çитӗнӳсем туни çинчен каласа панине палӑртрӗ.
«ТАТМЕДИА» АО ӗçченӗсем çуралнă куна пӗрле кӗтсе илчӗç. Уяв мероприятийӗ Хусанти Г.Тукай ячӗллӗ филармонин солистки, ТР тава тивӗçлӗ артистки Марина Карпова вырӑсла тата тутарла юрласа парне тунинчен пуçланчӗ.
Ун хыççăн «Татмедиа» генеральнӑй директорӗ Шамиль Садыков редакцисен коллективӗсене саламларӗ.
«Паян «Татмедиа» пӗтӗм Раççейри медиа отрасльшӗн тӗслӗх пулса тăрать. Çак çулсенче «Татмедиа» АО пысӑк компани пек йӗркеленсе çитрӗ. Паян холдингра пӗтӗмпе 1,5 пин ытла çын ӗçлет. Унӑн опытне паян Раççейӗн ытти регионӗсенче те тӗпчеççӗ. Тӗрлӗ редакцисем пур пирӗн шутра – хаçат-журналсем, теле-радиокомпанисем. Пӗрле эпир лайăх çыхăнса ӗçлетпӗр», – терӗ Шамиль Садыков.
Юлашкинчен медиахолдинг ертӳçи Фестивальный бульварта çуллахи мероприятисем ирттернӗ филиалсен тӗп редакторӗсене Тав çырăвӗсемпе чысларӗ, çав шутра «Сувар» хаçатăнне те.
Сăнӳкерчӗк: авторăн тата Рамиль Гали («Татар-информ»).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев