Рустам Минниханов: «Сирӗн опыт çӗршыв пуласлăхӗшӗн паян уйрăмах кирлӗ»
Пӗтӗм тӗнчери ватăсен кунӗнче Тутарстан Раисӗ Рустам Минниханов республикӑн патшалӑх службин ветеранӗсемпе тӗл пулчӗ. Çак савăнăçлă мероприяти Хусанти Ратушӑра иртрӗ.
Пӗтӗм тӗнчери ватăсен кунӗнче Тутарстан Раисӗ Рустам Минниханов республикӑн патшалӑх службин ветеранӗсемпе тӗл пулчӗ. Çак савăнăçлă мероприяти Хусанти Ратушӑра иртрӗ.
Ветерансене саламланӑ май Рустам Минниханов вӗсем республика аталанӑвне пысӑк тӳпе кӗртнине палӑртрӗ.
Тутарстан ертӳçин шучӗпе, юлашки пилӗк çул Тутарстаншӑн çӑмӑл пулмарӗ. Çапах та пандеми вăхăтне, санкцисен пусӑмне тата экономика хутшӑнӑвӗсем çăмăл мар йӗркеленнӗ тапхăра пăхмасăр республика çирӗп аталну çулӗнчен пăрăнманнине асăрхаттарчӗ. «Тутарстан – çӗршывӑн тӗревлӗ регионӗ. Экономика вăйлă, социаллӑ лару-тăру çирӗп, тавралӑх хăтлă, нацисемпе конфессисен хутшăнăвӗсем туслă», – терӗ Рустам Минниханов.
ТР Раисӗ республикăра СВО участникӗсене тата вӗсен çемйисене пулӑшассипе комплекслӑ мерӑсем пурнӑçланнине палӑртрӗ. Лисичанскпа Рубежное шефа илнӗ хуласене çӗнӗрен çӗклессипе пысӑк ӗçсем тунине палăртса хăварчӗ.
«Хаклă ветерансем! Эсир пире пысӑк профессионализмпа ӗçе чунтан парӑннине парса хăвартăр. Малашне те çамрӑксене хăвăрăн опытпа паллаштарма, общество проекчӗсене хастар хутшӑнма ыйтатӑп сиртен. Çӗршывпа Тутарстанӑн пуласлӑхне йӗркеленӗ вăхăтра ку уйрăмах кирлӗ. Уявпа саламласа сире çирӗп сывлӑх, вӑрӑм ӗмӗр сунатăп тата çывӑх çыннӑрсен ӑшшине туйса пурăнмалла пултăр», – терӗ Рустам Минниханов.
Мероприяти Тутарстан Республикин Раисӗ патшалӑх наградисене панипе вӗçленчӗ.
Сăнӳкерчӗк: ТР Раисӗн пресс-служби.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев