Рустам Минниханов ӗçпе Беларуçе кайнă
Паян, сентябрӗн 29-мӗшӗнче ТР Раисӗ Рустам Минниханов Минска «Иннопром. Беларусь» халӑхсен хушшинчи промышленность куравне хутшăнас тӗллевпе кайнине пӗлтерет Тутарстан Республикин Раисӗн пресс-служби.
Паян, сентябрӗн 29-мӗшӗнче ТР Раисӗ Рустам Минниханов Минска «Иннопром. Беларусь» халӑхсен хушшинчи промышленность куравне хутшăнас тӗллевпе кайнине пӗлтерет Тутарстан Республикин Раисӗн пресс-служби.
Минскри халăхсен хушшинчи аэропортра Рустам Минниханова Раççейӗн Беларуç Республикинчи Чрезвычайлӑ тата полномочилле элчи Александр Рогожник кӗтсе илнӗ.
Çитсенех республика ертӳçи «Иннопром» – Belexpo халăхсен хушшинчи курав центрне» кайнă. Кунта Рустам Минниханов Беларуç республикин ертӳçисемпе тата Казахстанри ӗçтешӗсемпе тӗл пулма палӑртнӑ. Унăн тӗллевӗ – туслă çыхнусене аталантарасси, Тутарстанăн промышленность потенциалӗпе паллаштарасси.
Унсăр пуçне ТР Раисӗ «Иннопром. Беларусь» пленарлă ларăва та хутшăнать.
Минскра иртекен «Иннопром-2025» анлă куравра республикăн экспозицине хатӗрленӗ. Унта «Татспиртпром», ICL сервис, Эйдос тата ытти компанисемпе паллашма пулӗ.
Çак кунах Тутарстанпа Беларуç хушшинчи ӗçлӗ çыхăнусене аталантарассипе ӗç ушкăнӗн ларăвӗ иртнӗ.
ТР промышленноçпа суту-илӳ министрӗн Олег Коробченкон сăмахӗпе, 2024 çулта республикăсен хушшинчи суту-илӳ калăпăшӗ 740 миллион тенкӗпе танлашнă. Пӗрлехи тӗллев – çак шайран тухса кăтартусене пур енӗпе те ӳстересси. Ӗç ушкăнӗн ларăвне Тутарстан енчен Беларуçпе ӗçлекен мӗнпур компани хутшăннă. Ларăвăн пӗтӗмлетӗвӗсемпе протокол хатӗрленӗ тата малашнехи плансене палăртнă.
Сăнӳкерчӗк ТР Раисӗн пресс-службин ертӳçин Л.Галимован телеграм-каналӗнчен.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев