News by tag - родной язык
-
Шкулсенче тăван чӗлхесене вӗренесси улшăнмасăр юлать
Раççейри шкулсенче сентябрӗн 1-мӗшӗнчен тăван чӗлхсене (Раççей халăхӗсен чӗлхисене) вӗренмелли сехетсен шучӗ улшăнманнине РФ Çутӗç министерствин пресс-служби пӗлтерет. Роспотребнадзор ыйтнипе 1-мӗш класра ирттермелли занятисен форми çеç улшăнать – ăна урок тулашӗнчи формăна куçараççӗ. Тивӗçлӗ сӗнӳсене РФ субъекчӗсене ярса панă.
-
Депутатсем сессире нумай ыйтăва пăхса тухрӗç
ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗсем парламент каникулӗ умӗн июлӗн 17-мӗшӗнче иртнӗ сессире пӗтӗм ыйтăва татса пама тăрăшрӗç курăнать. Кун йӗркинче çийӗнчех татса памалли ыйтусем, хумхантараканнисем те пулчӗç.
-
Кăтартусем лайăхланнă
Тутарстанра ППЭ вăтам балӗсем пӗтӗм Раççейри кăтартусемпе танлаштарсан пысăктарах пулни пирки ТР Правительство Çуртӗнче иртнӗ брифингра ТР вӗрентӳпе наука министрӗ Ильсур Хадиуллин каласа пачӗ. Министр «тăван чӗлхе» тата «тăван литература» ăнлавсем сыхланса юлнине, вӗсем çухаласран пăшăрханма кирлӗ маррине те пӗлтерчӗ. Хальхи вăхăтра вӗренӳ планне тăван чӗлхе валли миçе сехет уйăрнине РФ Çутӗç министерствипе сӳтсе яваççӗ.
-
Чăваш шкулӗсене часах çӗнӗ кӗнекесем çитӗç
Тутарстанри чăваш шкулӗсем кӗçех тăван литературăпа çӗнӗ кӗнекесем илӗç. Çӗнӗ вӗренӳ çулӗ умӗн питӗ те савăнтаракан хыпар. Ăна пире Тутар кӗнеке издательствин директорӗ Ильдар Сагдатшин пӗлтерчӗ. ТР Раисӗ çумӗнчи Тутар чӗлхине тата Тутарстанра пурăнакан ытти халăхсен чӗлхисене аталантарассипе комисси ӗçлеме пуçланăранпа наци вӗрентӗвӗпе çыхăннă ыйтусем хăвăрт татăлма пуçларӗç. Комисси ертӳçи Марат Ахметов çине тăнипе наци шкулӗсене планпа методика тата вӗрентӳ пособийӗсемпе тивӗçтерсе пыраççӗ, халӗ акă черет литература патне çитрӗ. Ильдар Сагдатшин пӗлтернӗ тăрăх, пурӗ 11 пин кӗнеке туяннă наци шкулӗсем валли. Сăмах чăваш, мари, мордва, удмурт шкулӗсем пирки. Кама мӗн чухлӗ кӗнеке парасси, вӗсене мӗнле майпа салатасси пирки пулчӗ пирӗн интервью издательство директорӗпе.
-
Наратлăра Халăхсен хушшинчи Тăван чӗлхе кунне халалласа мероприяти иртрӗ
Чӗлхе вăл хăйне пӗр тӗнче: тӗлӗнмелли, чуна йăпатаканни, савăнтараканни, тӗлӗнтерекенни питӗ нумай унта. Чӗлхе – халăхăн пуянлăхӗ, чунӗ.