Раççейри пурӑнмалли минимума çӗнӗ çултан 18 939 тенке çити ӳстереççӗ
2026 çулта пирӗн çӗршывра пурăнма кирлӗ чи пӗчӗк виçе 18 939 тенкӗпе танлашӗ. Вӑйпитти çынсемшӗн унăн калăпăшне 20 644 тенке çити ӳстерӗç, пенсионерсемшӗн – 16 288 тенкӗ таранччен, çул çитмен ачасемшӗн – 18 371 тенкӗ таранччен.