Сувар

г. Казань

16+
Интервью, статьясем

Ирина Большакова: «Вӗрентекен хистенипех çырас туртăм çуралчӗ»

Паянхи хăна – Çӗпрел районӗнчи Куршанкă Шăхаль ялӗнче çуралса ӳснӗ вӗрентекен Ирина Николаевна Большакова. Шăпи ăна Хусан хулине илсе çитернӗ. Халӗ вăл шӗкӗр хулари пӗр вӗрентӳ центрӗнче ачасене вӗрентет. Ӗçленӗ хушăрах сăвă-калав та çырма вăхăт тупать, куçару ӗçӗпе те аппаланать. «Сувар» вулакансене хăйӗн пурнăçӗпе, литературăри ӗçӗ-хӗлӗпе паллаштарма хапăл турӗ.

– Ырă кун, Ирина Николаевна! Эсир мӗншӗн вӗрентекен профессине суйласа илтӗр? Ăçта аслă пӗлӳ илтӗр?

– Ырă кун пултăр! 2-мӗш класран пире Римма Николаевна Захарова вӗрентме пуçларӗ. Ӑна юратнипех учитель пулма шутларӑм. Çинкӗл хулинчи (Ульяновск облаçӗ) педагогика училищинче вӗрентӗм.

2004 çулта кашни шкултах 2-мӗш класран пуçласа ют чӗлхе вӗрентме тытӑнмалли çинчен пӗлтерчӗç. Эпӗ пӗчӗк пуçламăш шкул директорӗ, ӑçтан тупас-ха ют чӗлхе вӗрентекен учителе, эрнене икӗ сехетшӗн çул çук яла кам килтӗр? Çавӑнпа хам вӗренме шутларӑм, аслӑ пӗлӳ те кирлӗ. Хусанти Тутар патшалăх гуманитарипе педагогика университетӗнче  куçӑн мар майпа вӗрентӗм.

– Ача чухнехи картса хунă ӗмӗт-тӗллев пурнăçланчӗ апла?

– Çапла, акӑлчан чӗлхипе ачаранах калаçас килетчӗ.

– Ялти шкулта ӗçленӗскере Хусана куçса килме мӗн хистерӗ?

– Куршанкă Шăхаль – пӗчӗк ял. 2014 çулта шкулта вӗренекенсенчен кӳршӗ хӗрӗ пӗччен тӑрса юлчӗ. Настяпа иксӗмӗр килӗшӳ турӑмӑр: вӑл – Хурӑнвар Шăхаль шкулне, эпӗ Хусан шкулне куçатпăр.

– Çӗпрел районӗнчи ытти шкулсенче те ӗçлеме сӗннӗ пуль?

– Сӗннӗ, унсăр мар паллах. Çӗнӗ Кахӑрлӑ, Çӗнӗ Ишлӗ, Кивӗ Ишлӗ, Ильмет Чаткас ялӗсене машинапа акӑлчан чӗлхи вӗрентме çӳрерӗм. Упине те чӗннӗччӗ. Пӗр ырӑ мар кун машина çул айккине чикӑль-макӑль кайнипех шухӑша улӑштартӑм.

– Литература хайлавӗсем çырасси патне епле çитрӗр?

– Училище пӗтерни 31 çул çитсен пӗрле вӗреннӗ хӗрсемпе тӗлпулу йӗркелерӗмӗр. Унта пирӗн учитель Римма Поликарповна Гурьянова та пычӗ. Вӑл хистенипе ачасем валли кӗске калавсем çыртӑм. «Халӑх шкулӗ» журналта пичетлесе кӑларнине курсан шӑлт тӗлӗнтӗм! Татах та çырма хистет мана вӗрентекенӗм.

– Çырас пултарулăх ачаранах палăрнă пуль?

– Ача чухне пирӗн яла Юхма Мишши, Раиса Сарпи (тата теприне астумастӑп) килнӗччӗ. Сӑвӑ тетрадьне тытрӑм та вӗсене курма клуба вӗçтертӗм. Сарпи мӗн каланине маннӑ, тетрадьне çунтарса ятӑм пулмалла. Çырасси те, журналистика уйрăмне вӗренме каяс ӗмӗт те пӗтрӗ. «Тӑрнаккай» кӗнекине вуласа тӗлӗнни халь те асра. Анне каласа панӑ юмаха мӗнле сӑвӑласа çырма пултарнӑ-ха вӑл! 

– Хайлав мӗнле çуралать?

– Пӗр-пӗр асра юлнӑ самант малтан кино пек куç умне тухса тӑрать, унтан çырса хуратӑп.

– Калаври сӑнарсене, сюжетсене ӑçтан илетӗр?

– Сӑнарӗсем те, сюжечӗсем те пурнӑçран: хам çинчен, хамӑн ачасем çинчен, хам вӗрентнӗ шкул ачисем çинчен. 

– Ытларах ачасем валли çыратăр. Мӗнле йышăнаççӗ вулакансем калавсене?

– Шкул ачисем хӑйсем çинчен каласа панине питӗ юратаççӗ. Йывӑр задача пулсан, класра ларакан ача ятне хушатӑп та, çавӑнтах шутлаççӗ, татах мӗн те пулин каласа пама ыйтаççӗ. Вара йывӑр правилӑсене юмах туса ӑнлантаратӑп. Ӗненеççӗ, «я» саспалли кӗсйинче асамлӑ шӗвек йӑтса çӳрени çинчен е пӗчӗк пӑнчӑ пысӑк пӗлӗт пулассишӗн çӑварне карни çинчен. Ачасемпе пӗрле хам та ахӑлтатсах кулатӑп хӑш чух урокра.

– Повесть е роман çырас шухăш çуралман-и?

– Паллах шутлатӑп. Шкулта ӗç нумай, хӑш чух 10 сехет те пулать. Е тата шӑматкунпа вырсарникун та уроксем тупӑнаççӗ. Шанса килекенсене мӗнле каялла çавӑрса ярӑн? «Йывӑр» ача шутне кӗртнӗ-тӗк, мӗнле вӗренме пулӑшмӑн ăна? Пушӑ вӑхӑт тупӑнсанах мӗн те пулин çырма тăрăшатăп.

– Хăвăра нумай пулмасть ТР ЧНКА çумӗнчи Чăваш çыравçисен  союзне илнине епле йышăнтăр?

– Савӑнтӑм, тӗлӗнтӗм. Халь çырма пӑрахсан намӑс. Çавăнпа та питӗ тăрăшатăп. 

– «Яштак» хушма ят мӗне пӗлтерет?

– Ман аттене «Яштак Кулькки» тесе калатчӗç. Аттене, ял ӗçченӗсен бригадирне, çӳллӗ те тӳрӗ пулнипе «Яштак» хушма ят панӑ пулас.

– Кӗнеке кăларас çунатлă ӗмӗтсем пурах пуль?

– Кун пирки кашни çыравçах ӗмӗтленет ӗнтӗ. Турри мӗн хушнӑ пуль, вăхăт кăтартӗ.

– Хӑш çыравçӑсен кӗнекисене кăмăллатăр?

– Юлашки вăхăтра Константин Малышевăн, Ирина Трифонован, Елена Аксупин, Римма Прокопьеван кӗнекисене вуларăм. Питӗ кăмăла кайрӗç. 

– Пуринчен ытла мӗн хӑратать сире?

– Пуринчен ытла вӑрçӑ хӑратать.

– Эсир телейлӗ-и?

– Çапла, эпӗ телейлӗ. Виçӗ ача та, виçӗ мӑнук та пӗр хулара, çумра теме пулать. Кашни кун юратнӑ ӗçе васкатӑп, ӗç хыççӑн юратнӑ чун киленӗвӗпе аппаланатăп: çыратăп, шахматла вылятăп...

– Эсир шахмат турнирӗсене те хутшӑннӑ пуль апла? Тен,  çӗнтернӗ те?..

– Ача чухне «Дружба» колхоз ятне хӳтӗлеме Кивӗ Çӗпрелне илсе кайнӑччӗ. Пӗр хӗрача та çук. Икӗ хӗрарӑмпа выляса çӗнтернипе арçынсен хушшине лартрӗç. Пурне те çӗнтертӗм, 1-мӗш вырăн панӑччӗ. Пуянкассинче (Шăмăршă тăрăхӗ) вӗреннипе Чӑваш Енри районсен хушшинчи ăмăртусене те илсе каятчӗç. Шупашкартан 2 разряд илсе килнӗччӗ 8-мӗш класра.

– Паянхи ачасем 30 çул каяллахисенчен нумай енчен уйрӑлса тӑраççӗ-и?

– Уйрӑлса тӑраççӗ теме пултараймастӑп. 1992 çулта 1-мӗш класс ачисене вӗрентме пуçларăм. Вӗсем хальхи ачасем пекех вулама, çырма, шутлама вӗренчӗç. Чӑркӑшма юратасси те, пуринчен малта пулма ăнтăласси те хальхи ачасенни пекех. Хам улшӑннине аван сисетӗп вара. 

– «Çын вулама чарӑнсан шухӑшлама пӑрахать», – тенӗ Франци çыравçи Дени Дидро, çутта кӑларакан философ. Вулама мӗнле явӑçтармалла паянхи çитӗнекен ӑрӑва? Вӗрентекен шухăшне пӗлес килет.

– Эпӗ пӗчӗк чух аппасем кашни каç черетпе кӗнеке вулатчӗç. Тата вула-ха тесе тарӑхтараттӑмӑр аслисене. Кӗçӗнреххисем çывӑрса кайиччен вулатчӗç. Хӑш чух шкул библиотекинчен юриех хулӑн кӗнекесем илсе килеттӗм, ан тив вулаччăр, ман итлес килет. Люда аппа пӗрре: «Çывӑрӑр! Чӗлхе ывӑнчӗ!» – терӗ. Вара анне мана вулама хушрӗ. 

Хам та ачасем пӗчӗккӗ чух кашни каç вӗсене çывӑрма выртсан мӗн те пулин вуласа параттӑм. Виççӗшӗ те вулама юратаççӗ. Вулани кӑна мар вӗт-ха, вуласа пӗтерсен е вуланӑ хушӑрах: «Ах, мӗншӗн апла турӗç-ши?» – тесе калаçса илеттӗмӗр. Килте çемьепе пӗрле вуланине, пӗрле сӳтсе явнине нимӗн те çитмест. Шкулта вулав урокӗсем пур пирӗн, çав курс хыççӑн ашшӗ-амӑшӗ час-часах: «Тӑнласа вулама вӗрентрӗр» е «Вулама юрата пуçларӗ» тесен вара, çурӑм хыçӗнче çунатсем пур пекех туйӑнать мана.

– Ирина Николаевна, тавтапуç сире хăвăрпа тӗплӗнрех паллаштарнăшăн. Палăртнă ӗмӗт-тӗллевӗрсене пурнăçлама ăнăçу сунатăп!

– Тавах!

 

Юрий АДЪЮТАНТОВ.

Çӗпрел районӗ, 

Çӗнӗ Упи.

И.Большакован харпăр архивӗнчи сăнӳкерчӗк. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чуваши Татарстана общество чувашские писатели