Сувар

г. Казань

16+
Финанс пӗлӳлӗхӗ

Пенсионерсем хăйсен финанс пӗлӗвне тӗрӗслеме пултараççӗ

Аслă ӳсӗмри çынсене финанс пӗлӳлӗхӗн регионсен хушшинчи «Серебряная лига» турнира хутшăнма йыхравлаççӗ. Кăçал та вӗсен финанс пӗлӗвне тӗрӗслеме, пултарулăх ăсталăхне кăтартма май пур.

Турнир икӗ тапхăрпа иртет. Октябрӗн  1-4-мӗшӗсенче «Финансовые знатоки» онлайн-викторина пулать. Унта укçа историйӗнчен пуçласа киберхăрушсăрлăхпа  çыхăннă ыйтусем пулаççӗ. Викторинăна ăнăçлă иртнӗ конкурсантсем пурте сертификат илме тивӗçеççӗ.

Иккӗмӗш тапхăрта пултарулăх конкурсӗ (октябрӗн 5–19-мӗшӗсенче) ирттерме палăртнă. Кунта номинацисенчен пӗрне суйласа илмелле.  Сăвă çырассипе («Финансовые рифмы»), видеоролик ӳкерессипе («Сам себе режиссер») е кроссвордпа сканворд хатӗрлессипе («Финансовый кроссворд») уйрăммăн е командăпа ку тапхăра хутшăнма пулать.

Иккӗмӗш тапхăрта виртуаллă пулăшуçăпа – Петр Филиппович пенсионерпа пӗрле интерактивлă детективлă квест заданийӗсене пурнăçласа хушма балл илме пулать.  

Турнира хутшăнни аслă ăрăва укçа-тенкӗ тӗнчинче хăйсене шанчăклăрах туйма пулăшать. Регионсен хушшинчи турнир условийӗсемпе тӗплӗнрех тата хутшăнас тесен  çак ссылкăпа усă курмалла.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Декада пожилых Старшее поколение финансовая граммотность