News by date 29 September 2025
-
Рустам Минниханов ӗçпе Беларуçе кайнă
Паян, сентябрӗн 29-мӗшӗнче ТР Раисӗ Рустам Минниханов Минска «Иннопром. Беларусь» халӑхсен хушшинчи промышленность куравне хутшăнас тӗллевпе кайнине пӗлтерет Тутарстан Республикин Раисӗн пресс-служби.
-
Хусанта Лисичанскпа Рубежный хулисене халалланă курав уçăлать
Сентябрӗн 30-мӗшӗнче Донецк Халӑх Республики, Луганск Халӑх Республики, Запорожьепе Херсон облаçӗсем Раççей Федерацийӗпе пӗрлешнӗ кун Тутарстанăн Наци музейӗн филиалӗнче – «Юстици Историйӗ» музейпе вӗренӳ центрӗнче «Татарстан – Лисичанск – Рубежное: от боли к возрождению» курав уçӑлать.
-
Тутарстанра çӗрле тăм ӳкме пултарать
Паян çӗрле тата ыран ирхине республикăра тӑм ӳкме пултарни çинчен, хăш-пӗр районсенче сывлăш температури минус 8 градус таран анма пултарнине Раççей МЧСӗн Тутарстанри управленийӗ пӗлтерет.
-
Марина Карягина Тӗнче рекорчӗсен кӗнекине кӗнӗ
Литература тӗнчинче çӗнӗ поэзи жанрӗ – амфистроф йӗркеленнӗ. Унăн авторӗ – чăваш сăвăçи Марина Карягина.
-
Эрнелӗх гороскоп
Ку эрнери тӗп кӑмӑл-туйӑм, чӗнсе калани те теме пулать ăна: пӗр-пӗрин хушшинчи килӗшӳлӗхрен хутшăнусене тарӑнлатасси патне, дипломатирен шалтан тухакан чăнлăх патне.
-
Кайăк хурсемпе шăнкăрчсем кăнтăра вӗçсе кайман-тăк – кӗркунне вăраха тăсăлать, ăшă пулать
Авăн уйăхӗн 29-мӗшӗ – Ефимия. Ăшă та типӗ пулсан хӗл кая юлса ларать, пит сивӗ пулмасть. Пысăк улшăнусем – çӗнӗ çӗре пурăнма куçни, урăх ӗçе вырнаçни – тумалла мар çак кун, ăнмӗ.