News by date 28 July 2025
-
Июлӗн 28-мӗшӗ – Пӗтӗм тӗнчери гепатитпа кӗрешмелли кун
Çак кун Нобель премийӗн лауреачӗ В гепатит вирусне тупнă Барух Самюэль Блумберг çуралнă
-
Авиашоуна килӗр, хутшăнăр
Августăн 2-мӗшӗнче Тутарстанӑн тӗп хулинчи «Казань» Çемье центрӗ умӗнче «Эпӗ тӳпене суйлатӑп» авиаци уявӗ иртӗ.
-
Пăскăнчăка тасатма 400 000 тенкӗ
Анат Камăри 46-ри учительница пăскăнчăка тасатма тесе шулӗксене 400 пин тенке яхăн укçине куçарнă. Мессенджерсенчен пӗринче çакăн пек сӗнӳ килнӗ иккен ăна. Хăйпе чиркӳ сотрудникӗ калаçнине ӗненсе килӗшнӗ вăл.
-
Ирина Большакова: «Вӗрентекен хистенипех çырас туртăм çуралчӗ»
Паянхи хăна – Çӗпрел районӗнчи Куршанкă Шăхаль ялӗнче çуралса ӳснӗ вӗрентекен Ирина Николаевна Большакова. Шăпи ăна Хусан хулине илсе çитернӗ. Халӗ вăл шӗкӗр хулари пӗр вӗрентӳ центрӗнче ачасене вӗрентет. Ӗçленӗ хушăрах сăвă-калав та çырма вăхăт тупать, куçару ӗçӗпе те аппаланать. «Сувар» вулакансене хăйӗн пурнăçӗпе, литературăри ӗçӗ-хӗлӗпе паллаштарма хапăл турӗ.
-
Паян хирте ӗçлеме юрамасть
Утă уйăхӗн 28-мӗшӗ – Кирик тата Улита. Çăка çулçисем саралма пуçланă – çуллахи çанталăк вăрахчен тăрӗ. Çӗнӗ ӗç пуçлани ăнмасть.
-
Ӗçлӗ ыйтусене татса пама ăнăçлă вăхăт çитрӗ
Ӗçри хирӗçӳсем те, хӗрӳ лару-тăру та туххăмрах вӗçленеççӗ. Патшалăх органӗсемпе çыхăнакансен те ăнăçать. Ку эрнере ӗç сӗнекенсем тупăнӗç, çухалса ан кайăр, условийӗсем килӗшсен ан хирӗçлӗр.