News by date 13 August 2025
-
Августăн 18-19-мӗшӗсенче «Казань Экспо» халăхсен хушшинчи курав центрӗнче «Ростки» форум иртет
Хусанта кăçал виççӗмӗш хутчен «Ростки: Россия и Китай – взаимовыгодное сотрудничество» форум иртет. Ку вăл – Раççейпе Китай Халăх Республикин ӗçлӗ тата культура ылмашăнăвӗсен площадки. Мероприяти августăн 18-19-мӗшӗсенче «Казань Экспо» халăхсен хушшинчи курав центрӗнче пулӗ. Йӗркелӳçӗсем пӗлтернӗ тăрăх, çуллен форумпа ытларах интересленме пуçлани палăрать. Кăçал унта 32 ют çӗршыв килме заявка янă. Раççей регионӗсенчен 59-шӗ килме кăмăл тунă. Кӳршӗсенчен Чăваш Республики, Ульяновск, Оренбург облаçӗсем.
-
Çурт-йӗр конкурсне хутшăнма çамрăксенчен заявкăсем йышăнаççӗ
Тутарстанра çамрăксен политикин лидерӗсен хушшинчи социаллă ипотека программипе çурт-йӗр илме конкурса хутшăнма заявкăсем йышăнма пуçланă. Проекта регионти çамрăксен политикине пурнăçа кӗртме хастар хутшăнакансене, студентсене, специалистсене пулăшма тӗрев парас тесе хута янă. 2012 çултанпа ТР Раисӗ Рустам Минниханов пуçарнă программăпа çӗр-çӗр çамрăк пурăнмалли условисене лайăхлатнă. Кун пирки «Татар-информ» агентствăра иртнӗ пресс-конференцире ТР çамрăксен ӗçӗсен министрӗ Ринат Садыков каласа пачӗ.
-
Юн пусăмне тӗрӗслесси – сывлăха инвестици хывни
Пӗтӗм тӗнчери сывлăх сыхлав организацийӗ пӗлтернӗ тăрăх, халăхăн виççӗмӗш пайӗ юн пусăмӗ хăпарнипе аптăрать. Республикăри общество сывлăхӗпе медицина профилактикин центрӗн тухтăрӗсем юн пусăмне сăнамаллине палăртаççӗ.
-
20 мăшăра туй тума грант панă
Кăçал çулла ТР Çамрăксен ӗçӗсен министерстви пӗтӗм çӗршывшăн хăйне евӗрлӗ социаллă проект – «Гранты Молодоженам» – хута ячӗ. 2025 çул вӗçлениччен министерство республикăри туй тума шутланă мăшăрсене 100 пин тенкӗлӗх грант парса пулăшать.
-
Ăшне купăста тултарнă пылак пăрăç
Ăшне тултарма пит пысăках мар пăрăçсене суйламалла. Вӗçӗнчен касса вăррине кăлармалла та тин вӗренӗ шыва чиксе кăлармалла, тӳрех сивӗ шыва ярса сивӗтмелле. Купăстана питӗ ваккăн турамалла, кишӗре теркăпа хырмалла, ваккăн туранă петрушка, кăшт тăвар хушса пăтраштармалла. Хатӗр ăшлăха пăрăç ăшне тултармалла, кашнин варрине пӗр ыхра шăлӗ хурса хăвармалла.