News by date 11 July 2025
-
Квитанцисене июлӗн 31-мӗшӗччен йышăнатпăр!
«Сувара» 2025 çулăн 2-мӗш çур çулӗ валли 6 уйăха çырăннă вулакансен хушшинче редакци «Сувар» çырăн та музыка колонки выляса ил!» акци иртерет.
-
Юратса пурăннăшăн – медаль
Иртнӗ эрнере республикăра Çемье кунне палăртассипе çыхăннă тӗрлӗ мероприятисем иртрӗç. Вӗсен хушшинче тӗслӗхлӗ çемьесене, династисене, килӗштерсе 25 çултан сахал мар пурăннисене «За любовь и верность» медальсене парса чысласси те пулчӗ. Кăçал Тутарстанӗпе ăна 70-ӗн илме пултарчӗç.
-
Йытă аслашшӗ
Аллă çулалла çывхарнăçемӗн аслă ачасем çунатлана пуçларӗç. Хӗр Мускавра ӗçлеме тытăнчӗ, ывăл салтакран таврăнсан хамăр хуларах пурăнать, анчах пирӗнпе пӗрле мар, уйрăм хваттерте. Çемйисем иккӗшӗн те çук-ха хальлӗхе, апла пулсан «асатте» е «кукаçей» тесе калакан часах пулмасть пек-ха мана. Ку пӗр енчен савăнтарать те, тепӗр енчен... темле, кунсем хăвăртрах шунине сисе пуçларăм.
-
Çемье юнашар пулсан пӗр-пӗрне пулăшма çăмăл
Теччӗ районӗнчи Чăваш наципе культура автономийӗн ертӳçин Володар Аркадьевич Тимофеевăн çемйишӗн июлӗн 12-мӗшӗ паллă кун. Зоя Ильиничнăпа вӗсен кăçал ылтăн туй! Юбилярсене район Çемье, юрату тата шанчăклăх кунӗнче, июлӗн 8-мӗшӗнче, администрацие чӗнсех саламланă.
-
Ан манăр, банк хăрушсăр шут çине куçарттармасть!
Елабугăра пурăнакан 26-ри арçын шулӗксен аллине лекнине сиссе те юлайман. Малтан сотовый компани ятӗнчен такам шăнкăравласа хистесех килӗшӗве халех тăсма хушнă, унтан Тӗп банк «сотрудникӗ» çыхăнăва тухнă.