News by date 1 October 2025
-
Рустам Минниханов: «Сирӗн опыт çӗршыв пуласлăхӗшӗн паян уйрăмах кирлӗ»
Пӗтӗм тӗнчери ватăсен кунӗнче Тутарстан Раисӗ Рустам Минниханов республикӑн патшалӑх службин ветеранӗсемпе тӗл пулчӗ. Çак савăнăçлă мероприяти Хусанти Ратушӑра иртрӗ.
-
«ТАТМЕДИА» медиахолдинг паян хăйӗн çуралнă кунне палăртать. Эпир 18-та!
Паян «ТАТМЕДИА» акционерсен обществи 18 çул тултарчӗ. Çак çулсем хушшинче медиахолдинг республикăн авторитетлă информаци площадки пулса тăчӗ. Пирӗн «Сувар» хаçат та унăн филиалӗ шутланса тăрать.
-
ТЕМП глобальлӗ форумра аддитивлӑ технологисен аталанӑвне сӳтсе яваççӗ
Октябрӗн 1-мӗшӗнчен пуçласа 3-мӗшӗччен Хусанта металпа ӗçлекен сферӑна халалланӑ ТЕМП форум иртет. Унта импорта улӑштарассине, технологи суверенитетне, çавӑн пекех аддитивлӑ технологисене аталантарассине сӳтсе яваççӗ. Кун пирки «Татар-информра» иртнӗ пресс-конференцире Инвестици аталанăвӗн агентствин ертӳçи Талия Минуллина каласа пачӗ.
-
Паян Раççейре сирена сасси янрӗ
Октябрӗн 1-мӗшӗнче Пӗтӗм Раççейре, çав шутра Тутарстанра та пӗлтерӳ системисен хатӗрлӗхне тӗрӗслессине пӗлтерет Раççей МЧСӗн пресс-служби.
-
Çамрăк преподавательсен конкурсӗ кăçал виççӗмӗш хут иртет
«Аслă шкулăн çулталăкри чи лайăх çамрăк преподавателӗ» конкурса октябрӗн 1-мӗшӗнчен заявкăсем йышăнма пуçлаççӗ. Çакăн пирки «Татар-информ» Информаци агентствинче иртнӗ пресс-конференцире журналистсене ТР çамрăксен ӗçӗсен министрӗн пӗрремӗш çумӗ Софья Галиева-Мустафина каласа пачӗ.