Хусанта Лисичанскпа Рубежный хулисене халалланă курав уçăлать
Сентябрӗн 30-мӗшӗнче Донецк Халӑх Республики, Луганск Халӑх Республики, Запорожьепе Херсон облаçӗсем Раççей Федерацийӗпе пӗрлешнӗ кун Тутарстанăн Наци музейӗн филиалӗнче – «Юстици Историйӗ» музейпе вӗренӳ центрӗнче «Татарстан – Лисичанск – Рубежное: от боли к возрождению» курав уçӑлать.
Сентябрӗн 30-мӗшӗнче Донецк Халӑх Республики, Луганск Халӑх Республики, Запорожьепе Херсон облаçӗсем Раççей Федерацийӗпе пӗрлешнӗ кун Тутарстанăн Наци музейӗн филиалӗнче – «Юстици Историйӗ» музейпе вӗренӳ центрӗнче «Татарстан – Лисичанск – Рубежное: от боли к возрождению» курав уçӑлать.
Курав çапӑçусенче арканнӑ Донбасс хулисем майӗпен мирлӗ пурнăçа таврăнса çӗнӗрен йӗркеленнипе паллаштарӗ. Фотохроника авторӗсем – Тутарстан Республикин вице-премьерӗн пулӑшуçи Максим Переходько тата «Татар-информ» ИА фотокорреспонденчӗ Михаил Захаров.
Максим Переходько сӑн ӳкерчӗкӗсем çине уйрӑмах пысӑк тимлӗх уйӑрнӑ. Унӑн ӗçӗсем вырăнти халӑхӑн чун хавалӗн çирӗплӗхне, ишӗлнӗ хуласем çӗнӗрен çӗкленнӗ самантсене кăтартса параççӗ.
Фотокурав Тутарстан Республики Луганск Халӑх Республикинчи шефа илнӗ Лисичанскпа Рубежное хуласене мӗнле пулӑшнине анлӑ çутатса парать.
Сӑнӳкерчӗксенче Тутарстан команди сӑнланнӑ: правительство пайташӗсем, строительсем, авари бригадисем, тӗрлӗ специалистсем, волонтерсем, спорт представителӗсем. Пӗтӗмлетсе каласан, шефа илнӗ хуласене çӗкленме пулӑшакансем. Куравра уйрăмах Лисичанскпа Рубежный хулисенче пурăнакансемпе паллашма интереслӗ пулӗ. Ниме пăхмасăр вӗсем малалла пурӑнма, ӗçлеме, ӗмӗтленме вăй-хал тупнă, малашлӑха шанма пӑрахман.
Унсăр пуçне куравра СВОпа Донбаса пулăшакан учрежденисемпе предприятисен япалисем пулӗç.
Курав Хусан хули, Хади Такташ урамӗ, 124 çурт, 3-мӗш корпус адреспа 15:00 сехетре уçăлать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев