Тутарстанра çӗрле тăм ӳкме пултарать
Паян çӗрле тата ыран ирхине республикăра тӑм ӳкме пултарни çинчен, хăш-пӗр районсенче сывлăш температури минус 8 градус таран анма пултарнине Раççей МЧСӗн Тутарстанри управленийӗ пӗлтерет.
Çавна май ведомство республикăра пурăнакансене сад тата ял хуçалӑх культурисене хӳтӗлес тӗллевпе мерӑсем йышӑнма сӗнет. Кил-çурта ăшăтма юсавсӑр тата килте тунă электроприборсемпе усӑ курма хушмасть.
Республикӑра сивӗ çанталăк пӗр эрнене яхӑн тăрать. Юлашки хут ӑшӑ сентябрӗн 23-мӗшӗнче (термометр юпи 27 градус таран хăпарчӗ) пулчӗ.
«Татар-информ» ИА сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев