Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

ТЕМП глобальлӗ форумра аддитивлӑ технологисен аталанӑвне сӳтсе яваççӗ

Октябрӗн 1-мӗшӗнчен пуçласа 3-мӗшӗччен Хусанта металпа ӗçлекен сферӑна халалланӑ ТЕМП форум иртет. Унта импорта улӑштарассине, технологи суверенитетне, çавӑн пекех аддитивлӑ технологисене аталантарассине сӳтсе яваççӗ. Кун пирки «Татар-информра» иртнӗ пресс-конференцире Инвестици аталанăвӗн агентствин ертӳçи Талия Минуллина каласа пачӗ.

«Форумӑн ӗçлӗ программи 16 сессирен тӑрать, вӗсем пурте материалсен шалти тытӑмӗн геометриӗн кӑткӑс формисене тума, çирӗплӗхе упраса конструкцисен йывӑрӑшне чакарма, темиçе детале пӗр детале пӗрлештерме, каяшсене сахаллатма тата ытти майсем туса пама пулăшакан аддитивлӑ технологисемпе çыхӑннӑ», – пӗлтерчӗ спикер. Форумра Раççей регионӗсен хушшинчи ӗçлӗ çыхӑнусене тата импорта улӑштарассине пысăк тимлӗх уйăрнине те палăртрӗ вăл.

Форумра унсӑр пуçне пысӑк курав та  ӗçлет. Унта тӗрлӗ компанисем хӑйсен продукцине тăратнă, вырăнтах потенциаллӑ заказчиксемпе çыхӑну йӗркелеме май пур.

Металл тирпейлес сферӑра импорт таварӗсене ылмаштарассипе Тутарстан пысӑк тӳпе хывни пирки ТР суту-илӳпе промышленность палатин

председателӗ Шамиль Агеев пӗлтерчӗ.

«Тутарстан ку енӗпе нумай проекта хастар хутшăнать, пилотлӑ регион пулма тӑрӑшать. Юлашки çулсенче  эпирм  импорт таварӗсемпе нумай усă курма пуçларăмăр. Çакӑн пек форумсем импорта улӑштарассипе çыхӑннӑ анлӑ ыйтусене сӳтсе явма пулăшаççӗ», –  палӑртрӗ вӑл.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: форум