Педагог-ветерана уяв ячӗпе саламланă
Пӗтӗм тӗнчери вӗрентекен кунӗ умӗн Раççейри шкул ачисем педагогика ӗçӗн ветеранӗсем патне çитсе тав сăмахӗ калама тăрăшаççӗ. Çак тӗллевпе октябрӗн 2-мӗшӗнче Çӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Йӗлмел ялӗнчи шкулта тăваттăмӗш класра вӗрекененсем класс ертӳçипе Светлана Геннадьевна Головинапа Геннадий Карсаков патне пынă.
Профессиле уяв ячӗпе саламлама ачасем пушă алăпа килмен. Вӗсем Геннадий Николаевича чечек çыххи, хăйсен аллипе ăсталанă аппликаци тата чей ӗçме пылак кучченеç илсе килнӗ. Светлана Геннадьевнăпа унăн воспитанникӗсем ветерана тав туса пӗтӗм чунтан сывлăх, ырлăх, лăпкă кану суннă.
«Вӗренекенсене, класс ертӳçине, шкул директорне Владимир Мискина тата вӗрентӳ заведенийӗн пӗтӗм коллективне пире манманшăн, яланах тимлӗх уйăрнăшăн тав тăватăп. Пӗтӗм тӗнчери вӗрентекен кунӗ ячӗпе ачасемпе вӗрентекенсем пӗрле саламлани ырă йăлана çаврăнни мана питӗ савăнтарать», – пӗлтерчӗ Геннадий Карсаков.
Шкулта темиçе çул ӗçленӗ ветераншăн çак кун тӗп парне ача-пăча чӗри ăшши тата тимлӗхӗ пулчӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев