Марина Карягина Тӗнче рекорчӗсен кӗнекине кӗнӗ
Литература тӗнчинче çӗнӗ поэзи жанрӗ – амфистроф йӗркеленнӗ. Унăн авторӗ – чăваш сăвăçи Марина Карягина.
Сентябрӗн 19-22-мӗшӗсенче Мускавра иртнӗ Пӗтӗм тӗнчери пӗрремӗш Обществăлла Ассамблейăра Марина Карягинăна амфистроф жанрне туса хунăшăн Тӗнче рекорчӗсен кӗнекин Сертификатне панă.
«Мускавран 140 ытла çӗршыв çынни хутшăнакан Пӗтӗм тӗнчери Обществăлла Ассамблейăна кайма йыхрав илсен, малтан иккӗленсе тăтăм: ку ытла та пысăк чыс, ку масштаблă мероприятире манран мӗн усси... Темшӗн литературăра хам уçнă çӗнӗ жанрпа (амфистрофпа) çырнă чи пысăк хайлава ярса пама ыйтрӗç. 2016 çулта çырнă пӗр поэмăна ярса патăм. Халь эпӗ тӗп хуламăрта. Те кулас, те йӗрес – паян пач кӗтмен çӗртен çакăн пек Ӗнентерӳ хучӗ илме тӳр килчӗ. Планета çинчи 140 ытла халăх хушшинче чăваш пулма питӗ кăмăллă», – çырнă поэтесса «ВКонтакте» социаллă сетьри страницинче.
Мӗн вăл амфистроф? Икӗ енӗпе те пӗр пек вулакан палиндромпа танлаштарсан, амфистрофра тепӗр майлă вуласан пӗлтерӗшӗ улшăнать.
Шăпах çак жанрпа Марина Карягина чăвашла «Ху чĕрĕ чух» («Пока ты жив…») поэма çырнă. Хайлавăн калăпăшӗ те пӗчӗк мар, унта 300 яхăн йӗрке. Çак поэма Тӗнче рекорчӗсен кӗнекине хăйне евӗрлӗ культура пулăмӗ пек кӗнӗ.
«Чебоксары сегодня» Телеграмм-каналтан илнӗ сăнӳкерчӗк.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев