Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Çамрăк преподавательсен конкурсӗ кăçал виççӗмӗш хут иртет

«Аслă шкулăн çулталăкри чи лайăх çамрăк преподавателӗ» конкурса октябрӗн 1-мӗшӗнчен заявкăсем йышăнма пуçлаççӗ. Çакăн пирки «Татар-информ» Информаци агентствинче иртнӗ пресс-конференцире журналистсене ТР çамрăксен ӗçӗсен министрӗн пӗрремӗш çумӗ Софья Галиева-Мустафина каласа пачӗ.

Асăннă конкурс пӗрремӗш хут 2023 çулта иртнӗ. Унта Тутарстанри аслă шкулсенче ӗçлекен 36 çултан аслă мар çамрăк преподавательсем хутшăнма пултараççӗ. Конкурса хутшăнакансен ӗç стажӗ 2 çултан кая мар пулмалла.

Конкурса хутшăнас тесен хăвăн пултарулăхна кăтартакан видеороликпе портфолио хатӗрлемелле, суйласа илнӗ темăпа лекци ирттермелле. ТР Правительстви тӗрев панипе Çамрăксен ӗçӗсен министерстви йӗркелесе ирттерекен конкурсăн приз фончӗ кăçал пысăк: 1-мӗш вырăншăн – 500 пин тенкӗ, 2-мӗш вырăншăн – 350 пин, 3-мӗш вырăншăн – 250 пин тенкӗ параççӗ. Малтанхи çул конкурса 150 çын хутшăннă пулсан, пӗлтӗр вӗсен йышӗ 200-е çитнӗ. Кăçал тата нумайăнрах пуласса шанаççӗ йӗркелӳçӗсем.

Пресс-конференцине çак конкурса хутшăнса çӗнтерӳçӗсен йышне кӗнӗ çамрăк преподавательсем те килнӗччӗ. Хусанти патшалăх медицина университечӗн йӗркеллӗ анатоми кафедрин доценчӗ, медицина наукисен кандидачӗ Зуфар Зуфарович Сафиуллов, тӗслӗхрен, 2024 – 2025 вӗренӳ çулӗнче иртнӗ конкурсра призер пулса тăнă. «Кăçал та хутшăнатăп. Ку хутӗнче самай маларах, тӗплӗн хатӗрленме пуçларăм, халӗ манăн опыт пур», – терӗ вăл.

«ТИСБИ» Управлени университечӗн менеджментпа предпринимательство кафедрин преподавателӗ Ильсия Альхатовна Миндубаева ку конкурса икӗ çул та хутшăннă, финалистсен шутне кӗнӗ. «Мана çак конкурса хутшăнни хам вӗрентекен студентсемпе тата та çывăхрах туслашма, вӗсене лайăхрах ăнланма пулăшрӗ. Студентсем мана конкурса хатӗрленме, видеоролик тума питӗ пулăшрӗç. Кунсăр пуçне республикăри ытти вузсенче ӗçлекен ытти преподавательсемпе паллашрăм. Халӗ эпир пӗрмаях пӗр-пӗринпе хутшăнатпăр, тӗл пулатпăр, пӗр-пӗрне пулăшатпăр», – терӗ Ильсия Альхатовна.

Хусанти федераллă университетăн молекулярлă системăсен физикин кафедрин доценчӗ, физикăпа математика наукисен кандидачӗ, пӗлтӗрхи конкурс çӗнтерӳçи Дмитрий Сергеевич Иванов хăй кун пек конкурссене хутшăнса çӗнтерме пулнине унччен шанманни пирки каласа пачӗ. Анчах та конкурса хутшăнакансем хăйсене килӗшнӗ темăсемпе лекцисем вуланине интернетра курсан шухăшне улăштарнă, хăй те хутшăнса пăхма шутланă. «Çынсен доклачӗсене итленӗ чух хамшăн нумай çӗннине вӗрентӗм. Пӗри интереслӗ фактсемпе, тепри калаçас талантпа, виççӗмӗшӗ студентсемпе хутшăнас енӗпе тӗлӗнтерчӗ», – тесе каласа пачӗ Д.Иванов.

Конкурса çитес çулхи февралӗн 9-мӗшӗнче пӗтӗмлетме палăртнă.  

Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

 

 

 

 

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: конкурс