Артем НОСКОВ: «ЧĂВАШ ЧӖЛХИ ПУЛАСЛĂХӖШӖН ПĂШĂРХАНУ ПУРРИ СИСӖНЧӖ»
Сентябрӗн 26-мӗшӗнче Элкел районӗнчи Сиктӗрмери вăтам шкулта тăххăрмӗш хутчен шкул ачисен «Аталан» наци вӗрентӗвӗн форумӗ иртрӗ.
Тутарстанăн чăвашсем йышлă пурăнакан 19 районтан пӗтӗмпе 238 ачапа 62 вӗрентекене пуçтарчӗ вăл.
«Кăçалхи форум питӗ те анлă масштабпа иртрӗ. Спикерсен шайӗпе те вăл ачасемшӗн интереслӗ пулчӗ. Эпӗ акă мӗн асăрхарăм. Шел те, халӗ ялсенче пурăнакан чăваш ачисемех тăван чӗлхепе начар калаçаççӗ. Анчах чăваш чӗлхи вӗсене питӗ кăсăклантарать. Ку çеç те мар, чăваш чӗлхи пуласлăхӗшӗн вӗсен пăшăрхану пурри сисӗнчӗ. Апла шанчăк пур-ха пирӗн», – терӗ «Аталан» форум йӗркелӳçи Артем Носков.
Тӗрӗс асăрхаттару. Ачасем тăван чӗлхепе калаçманнинче аслисен айăпӗ пысăк. Пӗрремӗшӗнчен – килте калаçтармаççӗ, иккӗмӗшӗнчен – шкул администрацийӗ чăваш чӗлхишӗн тăрса ӗçлеме сиксе ӳкмест. Час-час тăван чӗлхе сехечӗсене касса урăх предметсене майсем туса параççӗ. Çапла ӗнтӗ халь, чăваш ачишӗн акăлчан чӗлхи кирлӗрех пулса пырать. Пӗрре мар çырнă кун пирки, анчах пурпӗрех тӗлӗнсе пӗтерейместӗп – мӗнпе чăрмантарать чăваш чӗлхи?!
Акă мӗншӗн «Аталан» йышши вӗрентӳ мероприятийӗсем кирлӗ. Артем Носков пӗлтернӗ тăрăх, «Аталан» чăваш çамрăкӗсен пӗрлешӗвне форума ирттерме ТР Вӗрентӳпе наука министерстви, Чăваш наципе культура автономийӗ, Элкел районӗн вӗрентӳ уйрăмӗ тата Сиктӗрмери вăтам шкул тӗрев панă.
Шкул ачисен наци вӗрентӗвӗпе çыхăннă мероприятин тӗллевӗ – чăваш халăх культурине, чӗлхине, йăлисене упраса хăварасси тата çамрăк ăрăва парса пырасси.
Мероприятие уçнă çӗре ТР Вӗрентӳпе наука министерствин наци вӗрентӗвӗн управленийӗн ертӳçӗ специалисчӗ Лилия Сахбиева, Элкел муниципаллă районăн вӗрентӳ управленийӗн ертӳçи Сурия Валеева хутшăннă. Вӗсем форума ирттерме ăнăçу, ачасене çитӗнӳсем суннă.
Йӗркелӳçӗсем шкул ачисем валли тӗрлӗ вăйăсем, команда йӗркеленӗвӗшӗн тимбилдинг формачӗллӗ заданисем, «Йӗх-несӗлсен вăййисем» («Игры предков») этнокультура интерактивне хатӗрленӗ.
Ачасем заданисене пурнăçланă хушăра чăваш чӗлхи вӗрентекенӗсен «Чăваш чӗлхипе литература урокӗсенчи культурăсен диалогӗ» темăпа çавра сӗтелӗ иртнӗ.
Кăçалхи форум интереслӗ спикерсем енчен пуян пулнă. Паллă ӗнтӗ, хальхи ăру блогерсем çине пăхса ӳсет. «Аталана» акă паллă чăваш блогерӗ Константин Доброхотов, Ксения Романова хутшăннă. Ачасемпе тӗлпулăва çамрăк çыравçă Лариса Петрова, француз тата чăваш чӗлхисене вӗрентекен Александра Урукова килсе çитнӗ. Эстрада çăлтăрӗ Алексей Московский килни вара чăн-чăн парне пулнă шкул ачисемшӗн. Паллă юрăçран мастер-класс илнипе пурте мухтанаймаççӗ вӗт. Çамрăк аталансем вара пултараççӗ.
Форум командăсем хăйсен креативлă проекчӗсене хӳтленипе вӗçленнӗ.
Сăнӳкерчӗксем «Аталан» форумăн Телеграмри каналӗнчен.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев