Кăмпа валли маринад
Лайăх çуса тасатнă кăмпана пӗçермелле, шултрисене вакламалла.
Маринад хатӗрлемелле: ăшăтнă шыв çине тăвар, сахăр, пăрăç, лавр çулçи ярса вӗреме кӗртмелле. Уксус ярсан плита çинчен илсе кăшт сивӗтмелле. Кăмпана стерилизациленӗ кӗленче банкăсене тултармалла та хупланичченех маринад ярса хупмалла. 1 литрлă банкăна вăтамран 800 грамм пиçнӗ кăмпа кӗрет.
Маринад (1 литрлă банка валли): 1 литр шыв, 4 чей кашăкӗ тăвар, 1 апат кашăкӗ сахăр песокӗ, 4 апат кашăкӗ 9 процентлă уксус, 2 лавр çулçи, 5 пӗрчӗ пăрçа йышши хура пăрăç.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев