Йӗплӗ хурлăханпа апельсин варенийӗ
Лайăх çуса тасатнă йӗплӗ хурлăхан çырлисене мясорубка витӗр кăлармалла. Апельсина та вăррисене кăларса хуппипех мясорубкăпа авăртмалла, йӗплӗ хурлăхан нимӗрӗпе хутăштармалла.
Сахăр песокӗ хушса пӗçерме лартмалла. Пăтраштарса тăрса вӗреме кӗртмелле. Вӗреме кӗнӗ хыççăн 3 минут пӗçермелле те плита çинчен илмелле. Хатӗр варение вӗриллех стерилизациленӗ банкăсене тултарса хупламалла. Сивӗнсен сулхăн çӗрте упрамалла.
1 кг йӗплӗ хурлăхан çырли, 2 пысăк апельсин, 1 кг сахăр песокӗ кирлӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев