Сувар

г. Казань

16+
Тӗпелте

Ăшне купăста тултарнă пылак пăрăç

Ăшне тултарма пит пысăках мар пăрăçсене суйламалла. Вӗçӗнчен касса вăррине кăлармалла та тин вӗренӗ шыва чиксе кăлармалла, тӳрех сивӗ шыва ярса сивӗтмелле. Купăстана питӗ ваккăн турамалла, кишӗре теркăпа хырмалла, ваккăн туранă петрушка, кăшт тăвар хушса пăтраштармалла. Хатӗр ăшлăха пăрăç ăшне тултармалла, кашнин варрине пӗр ыхра шăлӗ хурса хăвармалла.

Ăшлă пăрăçсене асăрхануллăн 1 литрлă банкăсене тултармалла, çиелтен маринад (кирлӗ ингредиентсене пӗрлештермелле те вӗреме кӗртмелле) ямалла. Банкăсене 10 – 15 минут стерилизацилемелле те хупламалла, пуçхӗрлӗ çавăрса хурса хулăн япалапа витмелле. Кайран сулхăн çӗрте упрамалла. 
Пылак пăрăç, ыхра; ăшлăх валли – 1 кг купăста, 2-3 кишӗр, 100 г ешӗл петрушка, тăвар; маринад валли – 1 л шыв пуçне 2-3 кашăк пыл, 1 кашăк тăвар, 200 мл тип çу, 200 мл 6% уксус кирлӗ.
 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Рецепты