Сувар

г. Казань

16+
Тӗпелте

Апачӗ тутлă пултăр!

«Хӗрлӗ сарă юмах» салат Крабовăй палочкине тата ананаса турамалла та корейла кишӗрпе хутăштармалла. Майонеза вӗтетнӗ ыхрапа вӗттӗн туранă петрушкăпа пӗрлештермелле, унтан хатӗр соуса ытти ингредиентсем çине хушса пăтраштармалла. 300 г корейла кишӗр, 200 г консервăланă ананас, 200 г крабовăй палочки, 3 кашăк майонез, кăштах ешӗл петрушка, 1 шăл ыхра кирлӗ.

 Апельсинпа пылак пăрăç салачӗ

Апельсина хуппинчен тасатмалла та пайсем çине уйăрса тухмалла, вăррисене кăларса турамалла. Панулмие вăрринчен тасатса пӗчӗк тăваткалсем çине касмалла. Пылак пăрăçа лайăх çумалла, касса вăррисенчен тасатмалла, турамалла. Аçтăрхан мăйăрӗн тӗшшине те ваккăн турамалла. Пур ингредиентсене те пӗрлештермелле, майонез хушмалла. Çиелтен апельсин касăкӗсемпе тата мăйăрпа илемлетмелле. 

2 апельсин, 200 г панулми, 200 г пылак пăрăç, 150 г аçтăрхан мăйăрӗ  (тӗшши), 100 г майонез кирлӗ. 

«Kandinsky» нейросетьпе усă курса тунă сăнӳкерчӗк.

 


 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Рецепты